Виçĕ çĕнтерỹ

Районти ачасене хушма пĕлỹ паракан центрти вĕренекенсемпе ĕçлекенсем çĕнĕ вĕренỹ çулне хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç.

Август уйăхĕн юлашки кунĕсенче сывлăха сиплекен "Жемчужина Чувашии" комплексра республикăри çамрăк экологсен тата краеведсен слечĕсем иртрĕç. Çак икĕ ăмăртăва пирĕн районти Александровка тĕп тата Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕсен командисем хутшăнчĕç.

Ултă тапхăртан тăракан слетра пирĕн экологсем виççĕмĕш вырăна çĕнсе илме пултарчĕç. Командăри ачасем "Çамрăк эколог" кружокра хăйсен пĕлĕвне ỹстереççĕ. Вĕсен ертỹçи - Александровка тĕп шкулĕн биологипе хими предмечĕсене вĕрентекенĕ М.Н.Шишкина.

Краеведсен слечĕ 8 конкурсран тăчĕ. Кашни конкурса маларах тĕплĕн хатĕрленни Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕсене ăмăртура пĕрремĕш вырăна йышăнма май пачĕ. Юлашки çулсенче кун пек çитĕнỹ пирĕн пулманччĕ-ха. "Çамрăк краевед" кружока Т.В.Тихонова ертсе пырать.

Çак кунсенче республикăра "Çĕнтерỹ - ачасен куçĕсемпе" фотоконкурса пĕтĕмлетрĕç. Ăна Аслă Çĕнтерĕве 70 çул çитнине халалланă. Çак ăмăртăва Нĕркеç вăтам шкулĕн "Фотодизайн" кружокĕнчи ачасем 8 ĕç (ертсе пыраканĕ - В.А. Максимов учитель), Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнчи "Çамрăк краевед" кружокри вĕренекенсем 7 сăнỹкерчĕк (кружок ертỹçи - Т.В.Тихонова) тăратрĕç. Тĕрлĕ номинацире Нĕркеçсен 3 ĕçĕ пĕрремĕш, виççĕмĕш тата хавхалантаракан дипломсене тивĕçрĕ, Çĕнĕ Мăратсен 2 ĕçне виççĕмĕш тата хавхалантаракан дипломсемпе чысларĕç. Центрта ĕçлекенсем çỹлте асăннă вĕрентекенсене çитĕнỹсемпе саламлаççĕ, çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче татах та пысăк ỹсĕмсем тума сунаççĕ.

Н.МАКСИМОВ,

центр ертỹçи.