Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче "Скворушка" акци иртрĕ. Ăна эпир Кайăксен кунне тата Хыркука (2016 çул - унăн çулталăкĕ) халалларăмăр. Вăл чи илемлĕ кайăксенчен пĕри шутланать. Çак чăпар кайăк хурт-кăпшанкăпа, моллюсксемпе, калтасемпе тăранса пурăнать. Йăвине йывăç хăвăлĕсенче, чулсем хушшинче, чăнкă çырансенчи шăтăксенче тăвать. 5-7-мĕш классенче вĕренекенсемпе хыркука халалласа класс тулашĕнчи мероприятисем иртрĕç. Биологи учителĕ А.В.Мухина илемлĕ кайăк пирки анлă калаçу ирттерчĕ, ачасене те хĕрỹ калаçăва хутăштарчĕ. Унсăр пуçне "Эпир çулталăк кайăкне ỹкеретпĕр" темăпа ỹкерчĕксен конкурсĕ те иртрĕ. Паян ачасен пĕр тĕллев - çулталăк кайăкне хăйсен куçĕпе курасси. Ĕмĕчĕсем пурнăçланасси пирки пĕр иккĕленмелли те çук.
Ф.ГАВРИЛОВ, рисовани, черчени, технологи урокĕсен учителĕ.
Источник: "Каçал Ен"