Асанкасси вăтам шкулĕнче тĕрлĕрен техника ăсталама юратакан ачасем йышлансах пыраççĕ. Кунта ракета, самолет моделĕсене вĕçтерессипе республикăра иртекен ăмăртусенче лайăх кăтартусем тăвасси йăлана тахçанах кĕнĕ.
Кăçалхи майăн 11-мĕшĕнче вара ачасем танк техникин автомоделĕсемпе Çĕнĕ Шупашкарти ăмăртусене хутшăнчĕç. Вăл "Танксен биатлонĕ" ятпа иртрĕ. Ăна Аслă Çĕнтерĕве халалланă тата çак ăмăрту Чăваш Республикинчи шкул ачисен ХII спартакиадин зачетне кĕрет. Мероприятие йĕркелекенĕсем - республикăри вĕрентỹ министерствин çар патриотизмĕн ЮНИТЭКС центрĕ тата Çĕнĕ Шупашкарти ДОСААФ организацийĕ. Танксен биатлонĕн ăмăртăвĕсене Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисенчен тата пирĕн Комсомольски районĕнчен 7 команда хутшăнчĕ. Ăмăртусем икĕ номинаципе иртрĕç: "Кольцевые гонки" тата "Эстафета". Ачасенчен кĕçĕнреххисем уйрăм ушкăнра тупăшрĕç, аслăраххисем тепĕр ушкăнра вăй виçрĕç. Асанкасси вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакансем шкул тата район ятне çỹлте тытса киле виççĕмĕш вырăна тивĕçсе таврăнчĕç. Вĕсем: Даниил Маргиданов (3 класс), Дмитрий Степанов, Роман Иванов (çиччĕмĕшсем).
Источник: "Каçал Ен"