Пуçа ĕçлеттермесен, тăрăшмасан, ним тумасăр вăхăта ирттерсен пурнăç çулĕ хупăнса ларнă пекех туйăнать. Асанкаси ачисем вара модельсем ăсталассипе хăйсен пултарулăхне кунран-кун ỹстерсех пыраççĕ. Акă, нумаях пулмасть вĕсем республикăри вертолетсем вĕçтерессипе иртнĕ ăмăртусене хутшăнса 4-мĕш вырăн çĕнсе илчĕç. "Танксен биатлонĕ" ăмăртусене хутшăннă ачасемех хăйсен чысне çỹлте тытрĕç.
В.САЛАЕВ, ĕç урокĕсен учителĕ.
Источник: "Каçал Ен"