Юля иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ

Кăçал çĕршывра паллă событисем пулсах тăчĕç. Акă, сăмахран, Омскри Плеханов ячĕллĕ экономика институчĕ "Эко-2016" конкурс ирттерчĕ. Конкурса тĕнче уçлăхне пĕрремĕш хут çын тухнине халалланă. Вăл кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июнĕн 5-мĕшĕччен тăсăлчĕ. Çак кунах жюри конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене тунă. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕренекен Юлия Артюшкина "Открытки" номинацире 2-мĕш вырăна тивĕçни çинчен шкула ăшă хыпар çитрĕ.

Юльăна саламлатпăр, тĕрлĕ конкурссенче çитĕнỹсем килсех тăччăр тетпĕр.

Источник: "Каçал Ен"