Слетри ҫитĕнÿсем

Ҫурла уйӑхӗн юлашки кунӗсенче Муркаш районӗнчи  «Хӗвел» ача-пӑча кану лагерӗнче республикӑри ҫамрӑк тавра  пӗлӳҫӗсен слечӗ  пулса  иртрӗ. Унта  Ҫӗнӗ Мӑратри вӑтам шкулти  «Ҫамрӑк тавра пӗлӳҫӗ»кружока  ҫӳрекенсем  хутшӑнма тивӗҫ пулчӗҫ. Евдокимова Ольга , Андреева Наташа, Шишкалова  Ирина, Петров Стас, Макаров Яша  чӑваш халӑхӗн «Ӗне ырри» йӑли-йӗркине, вӑййи-юррисене питӗ ӑста кӑтартса пачӗҫ. Тӑван ен тата Раҫҫей  ҫӗршывӗн историне, географине пӗлессипе ирттернӗ конкурсра Ольӑпа  Стаса ҫитекенни пулмарӗ, вӗсем чи пысӑк балл пуҫтараканнисем пулчӗҫ. Ҫамрӑк тавра пӗлӳҫӗсем этнографи маршручӗ турӗҫ, туристсен тӗввисене ҫыхрӗҫ,топографи паллисемпе усă курса диктант ҫырчĕҫ, авалхи ҫырулăха тĕпчерĕҫ, кишӗртен шӑхлич туса кӑтартрӗҫ, стена хаҫачӗ кӑларчӗҫ… Сакӑр тӗрлӗ конкурсран   пиллӗкӗшӗнче Ҫӗнӗмӑратсем малти вырӑна йышӑнса ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ.Сӑмах май, иртнӗ ҫул иртнӗ слетра та пирӗн пултаруллӑ ачасем  1-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.Малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.Ҫак ҫитӗнӳсене тума Тихонова Т.В. тата районти ачасене хушма пӗлӳ паракан центр ертӳҫи Максимов Н.А. пулӑшса тата ертсе пыраҫҫӗ.