Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче "Ял шкулĕн вĕрентекенĕ - Раççей аталанăвĕн векторĕнче" Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Унта Раççейри 500 ытла педагог хутшăнчĕ. Съезда Раççей Федерацийĕн вĕренỹпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева килсе çитрĕ.
Вĕрентекенсен пленарлă пухăвне Раççей Патшалăх Думин Вĕренỹ комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова ертсе пычĕ. Пухăва Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕренỹ комитечĕн председателĕ Вяче-слав Никонов тата çĕршыври 62 регионтан килсе çитнĕ педагогсемпе сумлă хăнасем хутшăнчĕç.
Михаил Васильевич чи малтанах съезда пухăннисене республикăри вĕренỹ тытăмĕнчи ĕç кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ. Садиксем тата шкулсем тăвас, спортзалсене çĕнетес ĕç курăмлă пулса пырать. Юлашки çулсенче республикăра çĕнĕ 9 шкул хута янă. 2025 çул тĕлне тата та 32 шкула тĕпрен çĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă. Çавна май республикăра ачасене аталантарма, паха пĕлỹ илме кирлĕ услови туса пама тăрăшаççĕ. Регионта нумай профильлĕ центрсем хута кайни те ырă пулăм. РФ Вĕренỹ министерстви йĕркеленĕ конкурсра мала тухса, ача-пăча техно-паркне йĕркелеме пулăшу илни те пысăк савăнăç. Ачасен пĕлĕвне ỹстерме пур услови те туса панипе пĕрлех, рес- публикăра пултаруллă педагогсене тимлĕх уйăрма та манмаççĕ, грантсемпе хавхалантараççĕ.
Вĕренỹ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ-ха, анчах татса памалли ыйту та сахал мар. Сăмахран, Олег Машковцев пĕлтернĕ тăрăх, пурне те вĕрентекенсен шалăвĕ калаçтарать. Апла пулин те РФ Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн, вĕрентекенсене шалу укçин виçине кирлĕ пек шайра тытма, ялсенче ĕçлекенсем валли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама çăмăллăхлă кредитпа тивĕçтерме ятарлă программа йышăнса хăварнă.
Вячеслав Никонов паян çĕнĕ шкулсем хута ярасси актуаллă пулнине асăнчĕ. Шкул автобусĕсене çĕнетесси, ялти шкулсен спортзалĕсене юсасси - кун йĕркинчи тĕп ыйтусем. Ку енĕпе Чăваш Ен ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Республикăра спорт инфратытăмне çĕнетессипе сахал мар ĕçленĕ. Юлашки виçĕ çулта пĕтĕмпе 100 спортзал юсанă. Унта ачасем çеç мар, аслисем те хаваспах çỹреççĕ.
РФ вĕренỹ министрĕ Ольга Васильева калаçăва ялти шкулсен аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ самантсем тавра йĕркелерĕ. Чи малтанах вăл пуçламăш шкул пĕлỹ парас ĕçĕн тĕп никĕсĕ пулнине палăртса хăварчĕ. Çавна май пуçламăш шкулти ачасене пурне те пĕртен-пĕр никĕс программăпа вĕрентмелле. Министр вĕрентекен ĕçне тĕрлĕ отчетсем çырассипе чăрмав кỹмелле марри çинчен ыйту çирĕп тăнине те каласа хăварчĕ.
Пленарлă пухура тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе яврĕç пулсассăн, съезда хутшăнакансем дискусси лапамĕсенче те хастар ĕçлесе вун-вун ыйтăва уçăмлатрĕç, пĕр-пĕрин паха опычĕпе те паллашрĕç, сĕнỹсене шута илчĕç. Ялсенчи вĕренỹ тытăмне лайăхлатасси, ачасене пĕлỹ илме кирлĕ майсем туса парасси, вĕрентекенсене социаллă пулăшу парасси - çак ыйтусене пĕтĕмпех сỹтсе явнă.
Ольга ВАСИЛЬЕВА, Раççей Федерацийĕн вĕренỹ тата наука министрĕ: "Чăваш Республикин паха опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче пулмалла. Пĕрремĕш хут ялти учительсен съезчĕн ĕçне хутшăнтăм. Ялти учительсем чăннипех те пит хастар. Вĕсем хăйсен ĕçне юратса пурнăçлаççĕ. Нимĕн пытармасăрах калатăп, мана Янăшри вăтам шкул питĕ кăмăла кайрĕ. Хама кăсăклантаракан нумай ыйту хуравне кунта тупрăм. Вĕренỹ учрежденийĕнче ачасене хушма пĕлỹ парассипе ĕçлени паха. Шăпăрлансене валли бассейн пур, кирлĕ пулсан, çемьесемпе те килсе хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Палăртма кăмăллă, Чăваш Енри вĕренỹ тытăмĕ йăла-йĕркене çирĕп тытса пырать. Ман шутпа, çакă ытти ĕçсене пурнăçлама та пысăк витĕм кỹрет".
Надежда ПЕТРОВА, район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ: "Чăваш Енре Пĕтĕм Раççейри ялти вĕренетекенсен III съездне ирттерни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăннă съезда район делегацийĕ - 14 педагог - хутшăнни, вĕсем ыттисен паха опычĕпе паллашни, хумхантаракан ыйтусене ытти вĕрентекенсемпе пĕрле сỹтсе явни малашнехи ĕçре пысăк пулăшу кỹретех. Сăмахран, пленарлă канашлура РФ вĕренỹ тата наука министрĕ Ольга Васильева кашни педагога канăçсăрлантаракан ыйтусене хускатрĕ. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли - сахал комплектлă мĕнпур шкула сыхласа хăварасси. Унпа пĕрлех Ольга Юрьевна пуçламăш классенчи пур вĕренекене те пĕр никĕспе пĕлỹ памалла тесе каланине те ырласа йышăнатăп. Çамрăк педагогсене ялта ĕçлеме хавхалантарас тĕлĕшпе те ырă улшăнусем пулмалла". Валентина КРАСНОВА, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ: "Республикăра ялти шкулсем питĕ нумай пулнăран съезда Чăваш Енре ирттерни пит аван. Ялти шкулсенче тăрăшакан учитель - ялăн социаллă культурин пурнăçне активлă хутшăнакан çын. Çавăнпа та ялти шкулсем ачасене тивĕçлĕ пĕлỹ пама пултарнинчен питĕ нумай килет. Съездра пĕр-пĕринпе курса калаçни, ытти учительсемпе паллашни, пĕр шухăшлă тата пĕр тĕллевлĕ çынсене тупни, опытпа паллаштарни малалла аталанма вăй-хал хушать".
Источник: "Каçал Ен"