Конкурсра çĕнтернĕ

Çак кунсенче республикăра Пĕтĕм тĕнчери "Мир заповедной природы" ача-пăча ỹнер конкурсне пĕтĕмлетнĕ. "Присурский" заповедника республикăри районсенчен 60 ытла ĕç тăратнă.

Унта Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсен вĕренекенĕсем те хастар хутшăннă. Çĕнтерỹçĕсем те пур. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче кĕçĕн классенче пĕлỹ пухакан Ландыш Зарипова, Арине Алиуллина, Лиана Садртдинова, Арина Александрова, Ольга Юркина, 9-мĕш "а" класс вĕренекенĕ Дарья Соловьева, Настя Чипчигина (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) малти вырăнсене йышăннă. Вĕренекенсене О.Г.Матвеева, П.В.Родионов, Ф.Г.Гаврилов педагогсем хатĕрленĕ.

Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсем Пĕтĕм тĕнчери конкурса хутшăнаççĕ. Вĕсен ĕçĕсене октябрь уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ.                                                                                                                                                                                                 П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"