Акцире палăрнă

Майăн 13-мĕшĕнче "Эткер" центрта "Эстафета памяти поколений", "Салют Победы" республикăри проектсен финалĕ иртнĕ. Унта республикăри шкулсенче пĕлỹ пухакан 2 пин ытла ача хутшăннă.

Сăмахран, Александровка тĕп шкулĕнче пĕлỹ пухакан волонтерсен отрячĕ "Обелиск" акци ирттерессинче хастарлăхпа палăрнă. Волонтерсем тăван тăрăхри палăксемпе тĕплĕн паллаштарнă, вĕренỹ çулĕн тăршшĕпех палăксем тавра тирпей-илем кĕртес ĕçре маттур пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетнĕ. Акци пĕтĕмлетĕвĕпе Александровка шкулĕн волонтерĕсем республикăри конкурсра пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ. Çак ĕçе ачасене Сергей Витальевич Антонов педагог явăçтарнă, вăлах вĕренекенсене ырă ĕç тума, паттăрсене яланах асра тытма, вĕсене хисеплеме хăнăхтарать.

Источник: "Каçал Ен"