Конкурсра маттур

Çак кунсенче "Цветочная рапсодия" республикăри творчество конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Конкурса воспитательсен тата шкулчченхи пĕлỹ паракан ĕçченсен, Учительсен уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ. Виçĕ номинаципе ирттернĕ конкурса республикăри 18 районти тата 5 хулари ача садне çỹрекенсем тата вĕренекенсем хутшăннă. Пурĕ - 382 ача. Районти ачасем те конкурсран айккинче юлмарĕç.

"С днем воспитателя" номинацире "Пучах" ача сачĕн воспитанникĕ Есения Карзакова (ертỹçи Зинаида Ксенофонтова) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Комсомольски 1-мĕш вăтам шку-лĕнче пĕлỹ пухакан Аня Пермякова (ертỹçи Людмила Галкина) "С днем учителя" номинацире лауреат пулса тăнă. "Любимому учителю" номинацире Анат Тимĕрчкасси тĕп шкулĕн вĕренекенĕ Андрей Филиппов (ертỹçи Людмила Шорникова) 3-мĕш вырăна тухнă. Çĕнтерỹçĕсене Дипломсемпе тата парнесемпе чысланă.

П.РОДИОНОВ.

Источник: "Каçал Ен"