Тÿпере Асанкасси ачисен хут-çĕленĕсем

 

Тÿпере Асанкасси ачисен хут-çĕленĕсем

Сентябрь уйăхĕн юлашки кунĕсенче Çĕнĕ Шупашкарта хут-çĕленсем вĕçтерес енĕпе республикăри фестиваль-конкурс иртрĕ. Унăн кăтартăвĕсем 2018—2019 вĕренÿ çулĕнчи шкул ачисен спартакиадин шутне те кĕреççĕ. Фестивале йĕркелекенĕ — Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин «ЮНИЛТЭКС» çарпа патриотизм воспитани центрĕ.
Палăртнă вăхăта республикăри хуласемпе районсенчен 8 команда килсе çитрĕ. Пирĕн район чысне Асанкасси вăтам шкулĕн ачисем хÿтĕлерĕç. Вĕсене хут-çĕлен ăсталас енĕпе В.М.Салаев учитель вĕрентсе, ертсе, йĕркелесе пырать.
Мĕнле кăна хут-çĕлен тÿпене хăпармарĕ пулĕ çак кун Атăл хĕрринче, гидроэлектростанци çывăхĕнче;
Акă, «монах» хут-çĕленсемпе конкурса хутшăннисем хушшинче Асанкасси ачи Владимир Фадеев /6-мĕш класс/ палăрмаллах çитĕнÿ турĕ. Унăн юлташĕ Даниил Маргиданов та курупкă евĕрлĕ /объемные змеи/ хут-çĕленпе шкул, район чысне пысăк тăрăшулăхпа хÿтĕлерĕ. Вăлах тепĕр йышши хут-çĕленпе /управляемые змеи/ призерсен шутне кĕчĕ. Фестивале хутшăннă Кирилл Беловăн /7-мĕш класс/ хут-çĕленне тÿпене хăпартма çăмăлах пулмарĕ. Унăн хут-çĕленĕ республикăри /районти/ илемлĕ вырăнăн пейзажĕпе илемлетмелле-çке. Çавăнпа çак хут-çĕленĕн модельне «авторский» теççĕ. Пултаруллă каччă иккĕмĕш вырăна хăйĕн аллинчен вĕçертмерĕ.
Хут-çĕленĕн экспериментлă моделĕпе те хутшăнчĕç ачасем конкурса. Тĕрлĕ тĕслĕ хут-çĕленсене хăвăртрах, çÿлерех вĕçме май паракан çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Кунта та Кирилл Белов хăйне чăн-чăн конструктор пек кăтартса пачĕ.
Çапла вара судьясен пĕтĕмлетĕвĕпе Асанкасси вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем республика шайĕнчи хут-çĕленсен фестиваль-конкурсĕнче 2-мĕш вырăн йышăнни паллă пулчĕ.
Çĕнĕ тĕллевсемпе, пысăк хавхаланупа таврăнчĕç тăван яла Асанкасси шкулĕн пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ вĕренекенĕсем.
В.ГАВРИЛОВ.