«Реклама тӗнчи» конкурса хутшăнма ĕлкĕрĕр!

«Реклама тӗнчи» конкурса хутшăнма ĕлкĕрĕр!

Чӑваш чӗлхине малалла аталантарас, халӑх хушшинче сарас, пултаруллӑ шкул ачисене тупса палӑртас, ачасен пултарулăхне аталантарма вĕсен ашшĕ-амăшне анлăрах явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ тата Чăваш наци конгресĕ 2022 çулхи юпа (октябрь) уйăхĕн 14-мĕшĕнчен пуçласа чÿк (ноябрь) уйăхĕн 21-мĕшĕччен «Реклама тӗнчи» конкурс ирттерет.

Конкурса пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ организацийӗсен 7-11-мӗш класӗсенче, аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе професси вӗренӗвӗн организацийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче) вӗренекенсем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурс номинацийĕсем:

* «Чи лайӑх буклет»;

* «Чи лайӑх афиша (пĕлтерÿ);

* «Чи лайӑх буктрейлер»;

* «Чи лайӑх социаллӑ реклама»;

* «Чи лайӑх коммерци реклами»;

* «Чи лайӑх видеоролик».

Конкурса хутшăнма заявкăсене https://forms.yandex.ru/u/633c1228df8e8d1f273fc2f6/

адреспа 2022 çулхи чÿк (ноябрь) 17-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Республика тулашĕнчи вĕренӱ организацийĕсенче вĕренекенсем кĕретсĕр (заочно) та хутшăнма пултараççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (8352) 58-45-19 (чăваш чĕлхипе литератури кафедри), 89050293941 (Петрова Людмила Германовна, чăваш чĕлхипе литератури кафедрин методисчĕ), 89677946646 (Егорова Анна Семеновна, чăваш чĕлхипе литератури кафедри ертÿçи).